|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() "Чувашский бройлер" предприяти кӗҫех пӗр чӑхсӑр юлма пултарать Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) акционерсен обществинчи лару-тӑру унта ӗҫлекенсене хытах пӑшӑрхантарать. Унта тӑрӑшнисенчен пӗр пайӗ ӗҫрен хӑй ирӗкӗпе хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ та ӗнтӗ. Пӗлнӗ-илтнӗ тӑрӑх, ыттисене те ҫапла тума сӗнеҫҫӗ. Янӑраса та кӗрлесе тӑнӑ, предприяти ячӗ хӑех бренд пулса тӑнӑ хапрӑк кайӑк-кӗшӗк валли апат туяннишӗн кӑна 90 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ. Ҫутӑшӑн та парӑм пӗчӗк мар. Унран парӑма шыраса илес тесе харӑсах темиҫе предприяти республикӑн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ, вӗсем хапрӑка панкрута кӑларма ыйтнӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн правительствин ӗнерхи ларӑвӗнче унти «Чӑваш бройлерӗнчи» лару-тӑрӑва та хускатнӑ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, предприятире 546 ҫын тӑрӑшать, вӗсенчен 36-шне штата чакарасси пирки хут тыттарнӑ. Ӗҫсӗр юлас хӑрушлӑх ытти ӗҫчене те шиклентерет. Михаил Игнатьев Элтепер ҫынсене урамра хӑвармалла мар тесе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Сиссе те юлаймӑпӑр — пахча-ҫимӗҫ, тыр-пул пухса кӗртмелли тапхӑр пуҫланӗ. Кӑҫал ял хуҫалӑхӗ мӗнпе савӑнтарӗ пире? Мӗнле кӑтартусем патне талпӑнаҫҫӗ уй-хирте тӑрӑшакансем? Кӑҫал аграри 580 пин тонна ытла тырӑ пухса кӗртме палӑртнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 4 процент ытларах. Кӑҫал тырӑ нумайрах та акнӑ. Ҫӗрулмине вара фермерсемпе харпӑр хуҫалӑх пуҫлӑхӗсем сахалрах лартнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви тухӑҫлӑх ҫавӑн чухлех пуласса шанать. Кӑҫал пер гектартан 210 центнер пухма палӑртнӑ. Аграри сӗт суса илессине те ӳстерме палӑртнӑ. Аш-какай туса илесси вара ҫав шайрах юлӗ. Сӑлтавӗ — «Чӑвашбройлер» тата «Акашево» сахалрах тупӑш тунинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче «Уй кунӗ» техника куравӗ вӗҫленнӗ. Ҫулсерен иртекен канашлура ҫӗршывра кӑларнӑ ҫӗнӗ ял хуҫалӑх техникипе паллашма май пулнӑ. Курава 6 регионти 29 пысӑк поставщик килнӗ. Ку вӗсене ҫӗнӗ техникӑна аграрие кӑтартма май парать. «Ростсельмаш» компанин композицийӗ ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑ. Чӑваш Енри официаллӑ дилер компанийӗ курава 10 техника ытла илсе килнӗ. Тыр-пул пуҫтармалли тата тракторсем импорта улӑштараҫҫӗ. Техника паркӗ ҫулсерен ҫӗнелет. Хӑш-пӗр техника куравра тӳрех хуҫине тупнӑ. Акӑ «Воддорстройӑн» «Ростсельмашӑн» 6 комбайнӗ пур. Тыр-пул таса тухать, нӳррине те ҫапать. ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев аграрисене Европа санкцисем йышӑннипе усӑ курса юлма сӗннӗ. Санкцисем ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗччен пулӗҫ. Унччен аграрисен вырӑнти продукцие Раҫҫейӗпе кӑна мар, ытти ҫӗршыва та ӑсатма тӑрӑшмалла. Ку вӗсене ытларах аталанма май туса парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ял хуҫалӑх ҫыравӗ пуҫланнӑ. Вӑл 1 уйӑх ҫурӑ тӑсӑлӗ. Ҫырав пур регионта та иртӗ. Ҫапла майпа пирӗн ял хуҫалӑхӗ мӗнле шайра пулнине палӑртӗҫ. Ҫырава харпӑр ҫынсене, ҫӗр арендаторӗсене хутшӑнтарӗҫ. Ҫыравҫӑсене ҫӗр лаптӑкӗ, унпа мӗнле усӑ курни, выльӑх, кайӑк-кӗшӗк шучӗ, ял хуҫалӑх продукцине мӗн чухлӗ туса илни кӑсӑклантарӗ. 2006 ҫулхипе танлаштарсан, кӑҫалхи ҫырава ҫӗнӗ ыйтусем кӗртнӗ. Ҫыравҫӑсене кредит илнипе илменни те интереслентерӗ. Ҫырав вӑхӑтӗнче илнӗ сведенисем конфедициаллӑ пулӗҫ. Вӗсене никама та пӗлтермӗҫ. Ҫыравҫӑсене Росстатӑн символикине ӳкернӗ ҫурӑм ӑшши, кепке, портфель тӑрӑх пӗлме май пур. Паспорт ыйтма та пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи «Атлашевский» ял хуҫалӑх комплексӗ ҫумӗнче доярсен тата выльӑх-чӗрлӗхе искуственнӑй майпа пӗтӗлентерекенсен республика конкурсӗ иртнӗ. Мероприятие пултарулӑх ушкӑнӗсем илем кӳнӗ. Вӗсем конкурсҫӑсене юрӑ-ташӑпа хавхалантарнӑ. Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнчен «Ҫӑкалӑх» ансамбль те килнӗ унта. Вӗсем концерт программипе ҫитнӗ. Ансамбль ертӳҫи — В.Андреева. Вӑл пурне те Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ ячӗпе саламланӑ. Ушкӑн вырӑс тата чӑваш юррисене шӑрантарнӑ. Чикан ташши пурин кӑмӑлне те ҫӗкленӗ. Концерт пурне те килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫимӗкре Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулюра ял уявӗ кӗрленӗ. Халӑх шкул стадионне пухӑннӑ. Ял халӑхне уявпа саламламашкӑн тӳре-шара ҫитнӗ. Район пуҫлӑхӗ Александр Степанов районти ҫитӗнӳсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӑл маттур ентешӗсене чысланӑ. Общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн Шулю ял старостине Иван Крыцова тав ҫырӑвӗ панӑ. Владимир Храмовпа Тамара Окайкинӑна парнесемпе хавхалантарнӑ. Ял уявӗнче чи лайӑх ҫынсене палӑртнӑ, юбилярсене саламланӑ. Шупашкарта чӑваш эстрада артисчӗсем килнӗ. Шулю шкулӗн вӗренекенӗсем вара ташӑсемпе савӑнтарнӑ. Чишкинсен ҫемйин ансамблӗ уява тата савӑнӑҫ кӳнӗ. Ҫак кун шулюсен асӗнче чылайлӑха юлӗ. Уявран кашниех тулли кӑмӑлпа киле утнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Республикӑри ял хуҫалӑхӗсем выльӑх-чӗрлӗх валли апат хатӗрлеме тытӑннӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 19 район ку ӗҫе тытӑннӑ. Ҫӗмӗрле тата Улатӑр районӗсем ҫеҫ васкамаҫҫӗ-ха. «Ольдеевский» хуҫалӑхра люцернӑна ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнчех ҫулма тытӑннӑ. Агрофирма ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, ку вӑхӑтра ҫак курӑк чечек ҫурма хатӗрленет, ҫавӑнпа унта протеин нумай. «Атлашевский» ял хуҫалӑх предприятийӗ те малта пыракансен йышӗнче. Унта 1 пин ытла тонна сенаж хатӗрлеме ӗлкӗрнӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама вӗсем ҫӗнӗ комбайн туяннӑ. Республикӑра пӗтӗмпе 600 пин тонна утӑ, 200 пин тонна силос, ҫавӑн чухлех сенаж хатӗрлеме палӑртнӑ. Каласа хӑвармалла: выльӑх-чӗрлӗх валли апат хатӗрлемешкӗн Ҫӗрпӳ тата Шупашкар районӗсем малтан тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() "Чӑваш бройлерӗнчи" чӑхсене ҫӑмӑл мар Шупашкар районӗнчи Тренкасси ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкне панкрута кӑларасшӑн. Кун пек тавӑҫпа республикӑн Арбитраж судне «Ваша марка» тулли мар яваплӑ общество тухнӑ. Чӑн та, хапрӑкра ҫӑмӑл мар лару-тӑру пулнине унта ӗҫлекенсем те палӑртаҫҫӗ. Чӑх-чӗпе темиҫешер кун апатсӑр усрани те юлашки вӑхӑтра пулать-мӗн. Апатне илсе килсен те чун тухасран памалӑх кӑна ҫитни пирки калаҫаҫҫӗ. «Чӑваш бройлерӗпе» ҫыхӑннӑ ӗҫсем, ӑнланнӑ тӑрӑх, Арбитраж судӗнче татах пур. Электроэнергишӗн кӑна хапрӑкӑн «Чувашская энергосбытовая компания» (чӑв. Чӑваш энергосбыт компанийӗ) обществӑна 2,5 миллион тенкӗ ытла тӳлемелле-мӗн. Ҫутӑпа тивӗҫтерекенсен ыйтӑвне суд ҫӗртмен 21-мӗшӗнче пӑхса тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлемесӗрех ӗҫленӗҫи тӑваҫҫӗ. Ку ыйтӑва ятарласа сӳтсе явман пулсан та ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен комисси ларӑвӗнче хускатнӑ. Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ку отрасльти лару-тӑрӑва тишкернӗ май лайӑххипе пӗрлех начаррине те палӑртнӑ. Канашлура пулнӑ «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Артамонов министр «ырӑ улшӑнусемпе пӗрлех йывӑрлӑх та чылай. Сӑмахран, ял хуҫалӑх организацийӗсенче вакантлӑ вырӑн нумай. Ертӳҫӗсем ӗҫе илме кадрсем тупаймаҫҫӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ тӗрлӗрен. Диплом илсен пысӑкрах пайӗ пурнӑҫа ялпа ҫыхӑнтармасть. «Мӗншӗн тесен хуҫалӑхсенче ӗҫ укҫи пӗчӗк», — хурав панӑ соцыйтӑм ирттернисене. Хуҫалӑх ертӳҫисен докуменчӗсенче студентсем практикӑра пулмасӑрах «пулнӑ» тесе ҫирӗплетеҫҫӗ», — тесе каланӑ. Ку хыпар Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева тӗлӗнтернӗ. «Камсем алӑ пусаҫҫӗ? Мӗншӗн суяҫҫӗ? Ку ӗҫе Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ҫӗнӗ ректорӗн ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмалла», — тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
Тыр-пул, пахча ҫимӗҫ лартас вырӑнне ҫумкурӑк ашкӑрать. Республикӑра кунашкал 100 пин гектар ҫӗр выртать. Ытларахӑшӗ — Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Улатӑр, Канаш, Элӗк районӗсенче. Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Плешков каланӑ тӑрӑх, техника сахал, халӑх кар тӑрса ӗҫлесшӗн мар. Районта пушӑ выртакан ҫӗрсемпе ҫӗр надзорӗ кӑсӑкланма пуҫланӑ. Палӑртмалла: Чӑваш Енӗн ҫӗр фондӗнче 2 миллиона яхӑн гектар. Ытларах пайӗ — ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли. Тӳре-шара ӑна урӑх категорие куҫарасшӑн. Анчах ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли ҫӗрсем ҫинче юлашки вӑхӑтра коттеджсем ӳссе ларнӑ тӗслӗхсем нумайланнӑ. Раҫҫей Президенчӗ кунашкал ҫынсенчен ӑна туртса илсе ҫӗрпе ӗҫлеме юратакансене пама сӗннӗ. Патшалӑх вӗсене пулӑшма хатӗр. Анчах ҫӗр амнистийӗпе 9 лаптӑк хуҫи ҫеҫ усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
